Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Ылттӑнпик патша (Кӗмӗл Кӗпер)

Патша пуласси ҫӑмӑл мар. Патшан унӑн чи малтан халӑх тарҫи пулмалла.
Купрат патша каласа хӑварни.


Тутар-монголсем вӑйлӑлансах пыни, вӗсем ҫаплах пӗр ҫӗршывран тепӗр ҫӗршыва, тапӑнса кӗрсе, ним юлми ҫӗмӗрсе-ҫунтарса яни, вӗсене хирӗҫ никам та тӑма пултарайманни Ылттӑнпике ялан шухӑшлаттарчӗ те кулянтарчӗ те. Халь хаҫҫӑнрах кӑна икӗ хутчен тапӑнса кӗчӗҫ тутар-монголсем пӑлхарсем ҫине. Икӗ хутӗнче те темиҫе ҫул каялли пекех пӑлхарсем вӗсене ним юлми ҫапа-ҫапа ҫӗмӗрчӗҫ. Анчах тискер тутар-монголсем ҫакӑнпа кӑна лӑпланса лармассине патша лайӑх пӗлет. Эппин, ҫине тӑрсах пӑлхарсен ҫарне татах та вӑйлӑлатмалла, чикӗсене татах та ҫирӗплетмелле, хуласене тата та ҫирӗпрех хӳмесемпе тӑшман пырса кӗрейми тумалла.
Ҫак ӗҫсене тӑвас тесе, Ылттӑнпик ирӗн-каҫӑн ӗҫлеме тытӑнчӗ. Вӑл хушнипе пӗтӗм халӑх ҫӗршыври мӗнпур хула хӳмисене ҫирӗплетрӗ, тутар-монголсем каҫса ҫӳремелли ҫулсем ҫинче экеметленсе лармалли вырӑнсем турӗ. Ҫав хушӑрах пин-иин пӑлхар ҫынни, эккел пулса, ҫар ӗҫне вӗренчӗ.
Ылттӑнпик уйрӑмах Пӳлер хулине ҫирӗплетес тӗлӗшпе нумай ӗҫлерӗ. Вӑл хушнипе пӗтӗм хула халӑхӗ Пӳлер таврашӗпе чавса тухнӑ канавсене тарӑнлатрӗ. Хула хӳмипе канав хушшинчи пӗрмене шӗвӗр вӗҫлӗ ҫӗнӗ шалчасем лартрӗ, хула хапхисене илсе, вӗсене пӗтӗмпех йӗри-тавра шӑвӑҫпа сӑрса ҫирӗплетрӗ.
Ылттӑнпик хӑй нимле ӗҫрен те юлмарӗ. Кирлӗ чухне чулҫӑ, кирлӗ чухне ҫӗр чавакан, тепӗр чухне тата тимрӗҫ ӗҫне те туса пычӗ.
Паян, акӑ, Ылттӑнпик иртен пуҫласа каҫчен тухӑҫьен хапхана ҫирӗплетес тӗлӗшпе ӗҫлетчӗ. Питӗ хытӑ тӑрӑшса ӗҫлесе йалт тара ӳкрӗ. Вара кӑштах питне ҫуса илес тесе, канав патне пычӗ те кукленсе ларса ик аллине шыв ӑсса илчӗ.
— Керулен шывӗ кун пек таса мар, — илтрӗ Ылттӑнпик хӑй хыҫӗнче сасӑ.
Патша хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ те хӑй умӗнче хӑрах хӑлхаллӑ, пуҫне пуставран ҫӗлетнӗ ҫавра калпак тӑханнӑ ҫын тӑнине курчӗ. Тӳрех палласа илчӗ. Ку — Шерумпик, найман ҫынни, хӑйӗн шанчӑклӑ ҫынни. Ӑна вӑл пӗлтӗр таварсемпе тутар-монголсем патне янӑччӗ. Эппин, Шерумпик кунта-тӑк, ахальтен мар.
— Каҫпа кермене пыр, — хушрӗ патша. Аллинчен кӗмӗл ҫӗрӗ кӑларчӗ те килнӗ ҫынна тыттарчӗ. — Хуралҫӑсене ҫакна кӑтарт...

Шерумпик ҫапла Пӳлере ахальтен таврӑнманнине Ылттӑнпик питӗ лайӑх ӑнланчӗ.
— Атя, каласа кӑтарт, мӗн хыпарпа ҫӳретӗн? — тӳрех ыйтрӗ вал каҫпа хӑй патне илсе кӗртнӗ найман ҫыннине.
— Монголсен тапӑрӗнче пысӑк вӑрҫа хатӗрленеҫҫӗ, — терӗ Шерумпик, тӳрех хӑй ҫапла Пӳлер хулине килнин тӗп сӑлтавне каласа. — Вӗсем хӑйсене парӑнман Кайьенчи ҫӗршывсене ҫӗнсе илесшен. Ҫапах та чи малтан Атӑлҫи Пӑлхарстана парӑнтармалла, теҫҫӗ. Сан патшалӑху, аслӑ патша, пысӑк хӑрушлӑх умӗнче. Эпӗ сана ҫакӑн ҫинчен каласа кӑтартас терӗм. Вӑхӑт нумай юлман. Мӗскер тума май пур, ҫавна ту.
— Ҫапах та пире валли мӗн чухлӗ вӑхӑт юлнӑ?
— Калама йывӑр. Эпӗ пысӑк вӑрҫӑ пирки калатӑп. Анчах вӗсем кӑҫал кӗркунне пӑлхарсем ҫине тепре килсе тапӑнаҫҫӗ. Эсӗ вара пӗл: ку вӑл пысӑк вӑрҫӑ мар. Ку вӑл пӑлхарсен вӑрҫӑ йӑли-йӗркине тӗнчени тата тапӑнса кӗмелли вырӑн шырани пулать.
— Кӑҫал кӗркунне, тетӗн? — килнӗ ҫынна куҫӗнченех тинкӗрсе пӑхрӗ Ылттӑнпик.
— Кӑҫал кӗркунне, — ҫирӗппӗн хуравларӗ Шерумпик.

Тепӗр кунне ирех Ылттӑнпик хӑй патне хулари пӗтӗм ҫара пӑхса тӑракан мӑрсана, Саврӑш-паттӑра чӗнсе илчӗ.
— Кӑҫал кӗркунне монголсем пирӗн ҫине тепре тапӑнса килесшӗн, — терӗ вӑл кӗнӗ ҫарпуҫне хӑйпе юнашар лартса. Анчах ку вӑл пысӑк вӑрҫӑ пуҫлани пулмасть-ха. Пысӑк вӑрҫӑ вӗсем каярахпа кӑларасшӑн. Пирӗн вара кӑҫалхи вӑрҫа та, пысӑк вӑрҫа та хатӗрленес пулать.
— Тамӑрсем хатӗрлес пулать. Вырӑссемпе килӗшӳ тумалла, — терӗ Саврӑш-паттӑр. — Кӑҫалхи варҫӑра монголсене эпир хамӑрах ҫӗмӗрсе тӑкӑпӑр. Пысӑк вӑрҫа хатӗрленеҫҫӗ пулсан, вӗсем хӑйсене валли юлташсем те, тамӑрсем те шыраҫҫӗ ӗнтӗ. Пӗтӗм пӑхӑнтарнӑ халӑхсене пӗрле пухаҫҫӗ. Пирӗн те уп нек пысӑк вӑрҫӑра пӗччен пулмалла мар.
— Ку тӗрӗс, — килӗшрӗ Ылттӑнпик. — Вырӑссем патне каяс пулать. Ресана, Улатимӗре. Вӗсемпе килӗшӳ тумалла, монголсене хирӗҫ пӗрле кӗрешме.
— Анчах кӑҫалах кайма юрамасть, — хӑй шухӑшне тӳрех калас терӗ Саврӑш-паттӑр. — Кӗркунне тепре тапӑнса кӗреҫҫӗ пулсан, пӗтӗм ҫара, аслӑ патша, санӑн хӑвӑн ертсе пымалла. Ку вӑл пӗтӗм халӑха пӗрлештерет.
— Эппин, вырӑссем патне манӑн ҫав вӑрҫӑ хыҫҫӑн каймалла, — те ыйту пачӗ, те хӑй шухӑшне ҫирӗплетсе каларӗ патша.
— Монголсене тепре ҫапса ҫӗмӗрнӗ хыҫҫӑн кайсан лайӑхрах пулать, — хӑй шухӑшне каларӗ Саврӑш-паттӑр. — Вырӑссем пӗлччӗр: эпир хамӑр вӑйсӑррипе мар, пысӑк вӑрҫӑра пӗрле пулмалла тенипе ҫеҫ тамӑр шыратпӑр.
— Тӗрӗс калатӑн, — килӗшрӗ кунпа Ылттӑнпик.

* * * <<
Чӑнах та, монголсен тӑватӑ таманӗ Керулен шывӗ патӗнчен хӑпса тухса пӑлхарсен ҫӗрӗ ҫинелле килет тени Пӳлер хулине ҫуллахи ӑшӑ кунсем вӗҫленсе пынӑ вӑхӑтра ҫитрӗ.
Ылттӑнпик вара ним тӑхтаса тӑмасӑрах хӑйӗн ҫарӗпе монголсене хирӗҫ тухса кайрӗ.
Ку вӑл ҫӗнтерӳ ҫулӗ пуласса Ылттӑнпик чунтан-чӗререн шанчӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-05-13 22:21:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2875 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем